Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXIX пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Пит пӑлханать, теҫ, Энӗш, Сӑкӑт,
Паян хускалчӗ Шуршувар.
Ытла та канӑҫсӑр ку вӑхӑт:
Куплен хӑр-хар та ҫӗн хыпар.
Пуплеҫҫӗ: айӑпсӑр ҫынна
Ишут патакпала хӗненӗ.
«Ах, ырӑ пӳлӗхӗм, ҫырлах,
Тем каласассӑн та ӗненӗн».
Паян ҫынсем, ак, тем кӗтеҫҫӗ —
Пӗлмесӗр халӑх ӑн илмест.
Леш, ҫӗн патша, кӑларнӑ теҫҫӗ,
Чӑваш ҫыннишӗн манихвес».

Чашламара ял варринче
Пуху пуҫтарӑнчӗ каҫ умӗн.
Шавлать вӑл, калӑн, Атӑл хумӗ —
Кӗрлет-сӗрлет шыв хӗрринче.
Кавруҫ курать халь: тимӗр хӗрнӗ —
Тин вӑхӑт ҫитнӗ туптама,
Ишут Ухтеров ячӗ ҫӗрнӗ,
Пуҫлас пулать халь таптама.
Кавруҫ каска ҫине хӑпарчӗ,
Сӑмах пуҫларӗ пит хӗрсе.
Ял-йыш чунне вӑл вут хйптарчӗ,
Вӑратрӗ чӗрине кӗрсе:

«Эй, халӑх — терӗ, — мӗн кӗтетӗр?
Камран тӑратӑр хӑраса?
Е тӑшмана халь хӗрхенетӗр,
Шанатӑр ырлӑх парасса?
Сире вӑл ырлӑхне кӑтартмӗ,
Ӑна ан кӗтӗр усалтан,
Никам та выҫлӑхран хӑтармӗ,
Ҫитеймӗ ырлӑх Хусантан.
Ма шикленес? Халь вӑл хӑратӑр,
Ҫук, тарҫӑ пулмӑпӑр текех:
Паян-ыран, ак, император
Ҫитсе кӑларӗ ирӗке.

Вулар-ха акӑ васкамасӑр,
Йӗркеллӗ, тӗплӗн, чарӑнса, —
Никам ан юлтӑр ӑнланмасӑр, —
Тӳрех эп парӑп куҫарса».
Шӑп... «Божиею милостью
Мы Петр третий, император
И самодержец всероссийский...»
«Чӑн ҫул ҫине Турри тӑраттӑр,
Усал ан пӑстӑр ун ӑсне.
Ах, савӑнтарӗ-ши ҫут ӗмӗт?
Ан кӳрентер пире янк пӗлӗт —
Курасчӗ ырлӑхӑн тӗсне».

Хӑрушӑ каҫ; ав, илтӗнет
Ик-виҫ енчен шӑр-шар ҫӗр саслӑн.
Те ҫил, те тӑвӑл иртӗнет:
Ӗрлет тем, туйӑнать алхаснӑн.
Пӑлхавлӑн чан янрать; чупаҫҫӗ
Ҫынсем ялта чӗрес тытса —
Аптранӑ, кӑткӑн кускалаҫҫӗ,
Таҫта вут илнӗ пек хыпса.
Мӗне кура ку япала?
Пӑхса тӑрсассӑн чун тӳсеймӗ:
Пӗри сулать ҫавапала,
Тепри ҫӗкленӗ тимӗр сенӗк.

Ишут кил-ҫурчӗ — шур кермен,
Йӗри-тавра сыхлать ҫӑкалӑх.
Унта никам та кӗреймен,
Пуҫтарӑнчӗ ҫапах та халӑх
Пӗр хӑрамасӑр ун умне.
Нихҫан та манмӗҫ ҫу каҫне.
Ишут тухмасть — «Хуҫа пытаннӑ».
Чӑтма ҫук халӑх тӑвӑлланнӑ, —
Чӗре хыт тапрӗ кӑкӑрта, —
Паян аса юнпа шӑварчӗ,
Асра, куплен карта-карта,
Чун йӳҫнине манми хӑварчӗ.

Кӗтмен ҫӗртен тӗнче шуйланчӗ:
Ял-йыш хавассӑн ҫухӑрать,
Ҫухатнӑ ыйӑха ҫӗр анчӑк,
Лаша хӑранӑ — тулхӑрать.
Чим, чим! Ҫуталчӗ ял! Мӗн пулчӗ?
Ак, курнать Кив Хурапха...
«Ҫунать! Ҫунать Ишут кил-ҫурчӗ!»
Ярт уҫӑлчӗ кайри хапха,
Ампар, кӗлечӗ ӳпӗнет,
Ӳлеҫҫӗ тарҫисем хаяррӑн...
Ҫӗкленчӗ ҫулӑм, ав, вӑр-варрӑн,
Ҫутатрӗ тӗксӗм тӳпене.

Тапранчӗ халӑх. Тӑпӑлтарчӗ
Нумай ҫул мӑшкӑл тӳснине.
Вӑл ирӗксӗр асран кӑларчӗ
Хӗн пурнӑҫне, хӗн ӳснине.
Тӳнтерчӗ, ҫапрӗ, касрӗ, ватрӗ, —
Ҫуралчӗ халӑхра халь вӗчӗ, —
Чун пусмӑрне паян аркатрӗ —
Хӑй тивӗҫне тинех вӑл пӗлчӗ.
Пӑлханчӗ тӗтӗм каҫӗпе...
Отряд Хусан ҫӗн ҫулӗпе
Персе те ҫитрӗ ахӑрса.
Яла вӑл илчӗ ҫавӑрса.

Пӑшал пени хускатрӗ: «Ах!»
Шӑпланчӗ, пӳлӗнчӗ сӑмах...
Кавруҫ сасартӑк вӑйсӑрланчӗ,
Ҫӗре вӑл ӳкрӗ хуҫӑлса.
Хура тӗспе умри сӑрланчӗ,
Вӑл тасалмарӗ ҫутӑлса.
Кавруҫ выртать; ҫӗре юн сапрӗ,
Хастар чӗри ун тапрӗ, тапрӗ...
Анчах ӑс-тӑнӗ ун ҫухалчӗ —
Вӑраххӑн ларчӗ вӑл сӳнсе;
Пуҫра ун шухӑш муталанчӗ,
Асри тӑп тӑчӗ пӳлӗнсе...

...Ваҫлей пӗрне те систермесӗр,
Васкать барон патне — чупать.
«Сехмет, — тет вал ӑна, — вилмесӗр
Вӑл юлӗ-ши? Чӗре ҫунать».
«Мӗн пулнӑ, — тет барон, — мӗн пулнӑ?»
Пӑхать вӑл тимлӗн, тӗлӗнсе:
Куҫҫульпеле ун куҫӗ тулнӑ,
Сӑпачӗ кайнӑ кӗлленсе.
«Леш, Тойтирек... Ҫук, хӑтӑлаймӗ —
Никам та ҫук, пӗччен кӑна.
Сатур пулсан та ҫӑлӑнаймӗ —
Кавруҫ кӗҫ лекрӗ тыткӑна».

Баронӑн чӗринче пӑлхавӑр;
Пуҫне ҫурать, касать ыйту:
«Мӗнле ҫӑлас, ытла та йывӑр?»
Чӗри хушать: май туп, май туп!
Кавруҫӑн ячӗ ас илтерчӗ:
«Вӑл манӑн чунӑм ҫӗнелни...»
Тивӗҫлӗхне туйни, пӗлни
Ӑна хӑй умӗнче ӳстерчӗ.
«Тӑхта! Май тупӑнчӗ сасартӑк —
Чӑнах та ӗҫӗ тӗветкел,
Анчах пуҫтах чуна масар та
Нихҫан хӑратмӗ ӗрескел».

Пӑшӑрханать Ваҫлей: «Мӗн тӑвӑн,
Каяймӑн хӑвӑнтан иртсе».
Барон хӑюллӑн хушрӗ: «Хывӑн,
Самантлӑх пулӑн офицер».
Хӑй тумтирне вӑл тӑхӑнтарчӗ,
Хырать Ваҫлейӗн сухалне.
Пулас ӗҫе пит ӑнлантарчӗ,
Хыт тӗрӗслерӗ ун халне.
«Пулас пулать сан чӑрсӑр, харсӑр:
Ан хӑйччӑр, — йӑрӑ пул, — ыйтма.
Тойтиреке ним шарламасӑр
Илсе тух. Пӗл хӑвна тытма.

Ҫула тухсассӑн хӑвӑрт утӑр,
Кӑштах кайсассӑн, хӑвала.
Сылтӑмалла ялан ҫул тытӑр,
Вара кӗҫ тухӑр Атӑла.
Эс ан хӑвар ӗҫне тумасӑр,
Вӑл ӗмӗр асӑнӗ сана.
Сухалсӑр ан кил. Таврӑнмасӑр,
Кай, — ан шиклен эс, — Хусана...»
Денщик мӗн пуррине йӑлт пухрӗ,
Сӑх сӑхрӗ вӑл — пуҫтарчӗ вӑй.
«Хӑрушӑ-ҫке». Анчах ӗҫ тухрӗ —
Ҫул тытрӗ вӑрмана конвой...


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 18:04:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2649 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем